Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Елчĕк округĕнче — Олег Николаев

Елчĕк округĕнче — Олег Николаев

Майăн 17-мĕшĕнче Елчĕк муниципалитет округĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев ĕçлĕ визитпа пулчĕ. Вăл «АСК-Яльчики» хуçалăхăн вăрлăхран çĕр улми çитĕнтерме май паракан теплица комплексĕпе паллашрĕ, хире çитсе «иккĕмĕш çăкăра» лартакан уй-хир ĕçченĕсемпе курнăçрĕ, çĕр улми лартас технологие тишкерчĕ.

Ĕçлĕ ушкăна Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов хутшăнчĕç.

Çĕршыва хирĕç санкцисем пынă вăхăтра республикăри аграрисем ют çĕршывран кỹрсе килекен çĕр улми вăрлăхне вырăнтипе улăштарни — ырă пулăм. «АСК-Яльчики» агрофирмăра ку енĕпе çирĕп никĕс пур темелле. Юлашки çулсенче хуçалăх паха вăрлăх çитĕнтерессипе курăмлă утăмсем тăвать, ку енĕпе пĕр çул анчах мар ятарлă лаборатори ĕçлет.

Агрофирма директорĕ Хасиятулла Идиатуллин ертỹлĕхе хуçалăх ĕçĕ-хĕлĕпе кĕскен паллаштарчĕ.

— Предприяти аталанса пыни, унăн продукцине хапăлласа туянни ĕçченсене малашлăха шанма хавхалантарать. Республика Пуçлăхĕпе правительствине вăрлăх производствин аталанăвне пысăк тĕрев панăшăн, тивĕçлĕ оборудованипе вăхăтлă тивĕçтернĕшĕн пысăк тав сăмахĕ калатпăр, — палăртрĕ вăл.

Хуçалăхăн хунавран вăрлăх çитĕнтерме çĕнĕ йышши лаборатори, теплица комплексĕ пур. Çакă производствăна туллин — çĕр улми вăрлăхне хунавран пуçласа элита таранах — йĕркелеме май парать. Агрофирмăра унччен ют çĕршывран турттарнă сортсене («ривьера», «ред скарлетт») вырăнтах туса илет. Унсăр пуçне Раççейри çĕнĕ сортсемпе те («гулливер», «метеор», «краса мещеры», «пламя») ĕçлеççĕ. Вĕсем те пахалăх тĕлĕшпе ютсенчен пĕрре те юлмаççĕ. Çĕр улми вăрлăхĕ туса илмелли ятарлă теплицăра çулталăкра хунава икĕ хутчен лартса хăвараççĕ: март тата июль вĕçĕсенче. Çакă пĕр лаптăкрах икĕ хутчен тухăç илме май парать. Сергей Артамонов министр палăртнă тăрăх, «Слава картофелю» комплекс çитĕнтерекен паха вăрлăхпа хамăр республикăна кăна мар, кỹршĕри регионсене те тивĕçтереççĕ.

Олег Николаев асăннă компани «Атăлçи Федераци округĕн условийĕсенче çĕр улмин паха вăрлăхĕсене туса илессине аталантарасси тата çĕршыври малашлăхлă сортсене çитĕнтерекен вăрлăх фончĕ туса хурасси» наукăпа техника проектне хутшăннине ырăпа палăртрĕ.

«АСК-Яльчики» сахал яваплă общество кăçал пĕрчĕллĕ культурăсене (пурĕ 700 гектар) чи малтан акса пĕтернĕ. Кĕрхисем 310 гектар çинче çитĕнеççĕ. Хуçалăхăн ĕç тăвакан директорĕ Юрий Галкин пĕлтернĕ тăрăх, çĕр улмине 250 гектар çинче лартса хăварĕç. Хальхи вăхăтра 80 яхăн гектарне акнă. Çак ĕçе пурнăçласа хуçалăхра пĕр харăсах 4 хăватлă техника ĕçлет.

Олег Николаев хуçалăх ĕçĕ-хĕлĕпе кăмăллă юлчĕ.

Е.ПЕТРОВА.

Автор сăн ỹкерчĕкĕнче: Олег Николаев «АСК-Яльчики» агрофирмăра.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code